Ырӑ — Усал

 

972Ырӑ ҫынна айван кураҫҫӗ.Ырӑ — Усал
973Ырӑ ҫынна арчари ылтӑн теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
974Ырӑ ҫынна пӗр халап, ырӑ ута пӗр пушӑ.Ырӑ — Усал
975Ырӑ ҫынна пӗтӗм тӗнче тӑван.Ырӑ — Усал
976Ырӑ ҫынна усал анчах ылханать.Ырӑ — Усал
977Ырӑ ҫынна ырӑпа асӑнӗҫ, усала усалпа асӑнӗҫ.Ырӑ — Усал
978Ырӑ ҫынна ырлаҫҫӗ, ухмахсенчен кулаҫҫӗ.Ырӑ — Усал
979Ырӑ ҫыннӑн кӑмӑлӗ катса ҫиес сар ҫу пек.Ырӑ — Усал
980Ырӑ ҫыннӑн ҫилли катан пир типиччен иртет, усал ҫыннӑн ҫилли ҫитмӗл ҫула пырать.Ырӑ — Усал
981Ырӑ ҫыннӑн тивлечӗ сыпӑкран сыпӑка пырать.Ырӑ — Усал
982Ырӑ ҫыннӑн ырлӑх тивет, усалӑн — шырлӑхӗ.Ырӑ — Усал
983Ырӑ ҫынпа ҫула тухсан ҫул иртнине сисместӗн теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
984Ырӑ ҫынпа ҫыпӑҫсан — ӑсна хушӑн, усалпа — пӗтерӗн.Ырӑ — Усал
985Ырӑ ҫыншӑн ҫын чирӗ те чӗре патне теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
986Ырӑ тунине манаҫҫӗ, усал тунине манмаҫҫӗ.Ырӑ — Усал
987Ырӑ ут кӳлекен ырман тет.Ырӑ — Усал
988Ырӑ ут ҫине ларакан ырман тет, ҫӗнӗ кӗрӗк тӑхӑнакан шӑнман тет.Ырӑ — Усал
989Ырӑ ут ҫынна таптамасть, ырӑ ҫын ҫынна тиркемест.Ырӑ — Усал
990Ырӑ ут та такӑнать, ырӑ ҫын та йӑнӑшать.Ырӑ — Усал
991Ырӑ ута пӗр пушӑ, ырӑ ҫынна пӗр сӑмах.Ырӑ — Усал
992Ырӑ чечек шӑршинчен паллӑ, ырӑ этем ӗҫӗнчен паллӑ.Ырӑ — Усал
993Ырӑпа асӑнтараймасан усалпа асӑнтарас пулать.Ырӑ — Усал
994Ырӑпа ҫӳренине ним те ҫитмест.Ырӑ — Усал
995Ырӑпа ҫӳҫ явӑнать, хурлӑхпа ҫӳҫ тӑкӑнать.Ырӑ — Усал
996Ырӑпа усала курман ҫын хурапа шурра палламасть.Ырӑ — Усал
997Ырӑпа усала уйӑрма пӗлес пулать.Ырӑ — Усал
998Ырӑпа усала юрайман.Ырӑ — Усал
999Ырӑпа усала юраймӑн, кӑмӑлпа пуяна юраймӑн.Ырӑ — Усал
1001Ырӑпа ырӑ — туй, усалпа усал — ҫуй.Ырӑ — Усал
1000Ырӑпа ырӑ тӗл пулсан яланах ырӑ пулать.Ырӑ — Усал
1002Ырӑпа ют ҫын та тӑвана ҫаврӑнать.Ырӑ — Усал
1003Ырӑран ан пис, усалтан пис.Ырӑ — Усал
1004Ырӑран ырах пулать, усалтан усалах пулать.Ырӑ — Усал
1005Ырӑран ырра кӗт, усалтан усал кӗт.Ырӑ — Усал
1053Ырӑшӑн Турӑ тӳлет.Турӑ — Шуйттан
1006Ырлӑх тӑвиччен шырлӑх ту.Ырӑ — Усал
1007Ырлӑх туни шырлӑх туни мар.Ырӑ — Усал
1008Ырлӑх ырмасть, усала манмасть теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
1009Ырлӑха кӗтмен ҫын ҫук.Ырӑ — Усал
1010Ырлӑхна кая пӑрах, вӑл мала пырса ӳкет.Ырӑ — Усал
1011Ырлӑхран ырӑн.Ырӑ — Усал
1012Ырлӑхран ырман теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
1013Ырра асӑн, усала ман.Ырӑ — Усал
1014Ырра ӗмӗтленни — ҫур телей, ӗмӗт пурнӑҫланни — чӑн телей.Ырӑ — Усал
1015Ырра майлӑ пул, усала тӳртӗн пул теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
1016Ырра тухакан ахалех ырра тухмасть.Ырӑ — Усал
1017Ырра хирӗҫ ырӑ пул, усала хирӗҫ усал пул.Ырӑ — Усал
1018Ырра час манать, усала асӑнать теҫҫӗ.Ырӑ — Усал
1019Ыррӑн алли кӗске.Ырӑ — Усал
1020Ырри сахал теҫҫӗ.Ырӑ — Усал